Воронеж
Воронеж | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Воронеж облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1586 |
Хула, çултан: | 1586 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 1 058,3 (2020) |
Хула лаптăкĕ: | 596,51 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 51° 40' ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 39° 12' х. т. д. |
Воронеж — Раççей хули, Воронеж облаçĕн администраци центрĕ. Вăрçăри мухтавăн хули.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Воронеж çинчен пĕрремĕш 1177 çулта, улатимĕр кнеçĕпе кисан кнеçĕ çапăçни пирки асăннă, Кисан Ярополкĕ «Вороножа» тарнă тесе палăртнă. Лавренти çул çыравĕнче çырнă:
«А по Ярополка посла, глаголя Рязанцем: вы имете нашего ворога, али иду к вам. Рязанци же здумаша, рекуше, князь наш и братья наши погыбли в чужем князи, ехавше в Воронеж, яша его сами и приведоша его в Володимерь» и Никоновская летопись, но с некоторыми дополнениями: «отбежа бо князь Ярополк Ростиславич в Воронож, и тамо прехожаше от града во град… И тако шедше в Воронож, изымаша его, и ведоша в Володимерь».
Хăш историксен шухăшĕпе, çак хута вырăна хурса, Воронеж (Воронож) пурăну вырăнĕ XII ĕмĕртех паллă пулнă.
Чи анлă сĕм янă версипе Воронежа 1585—1586 çулсенче никĕс хунă. Аваллăхра кунта хасарсем пурăннă, вĕсен юлашки тупăкĕсене де-Бруин 1702 çулта курнă.
Воронеж Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1942 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕ — 1943 çулохи кăрлач, 25, 212 талăк тасăлăвĕпе, Воронеж паттăррăн çапăçнă — Мускав кăнтăртан хӳтĕленĕ, Атăлпа Сталинград патне вăркăнакан чылай шутлă гитлер çарĕсене (вăтăр дивизи) тытса тăнă.
1942 çулхи утă, 7 Воронеж фронтне йĕркеленĕ. Сталинград çапăçăвĕ, каярах Острогож-Россошан тата Воронеж-Касторна тапăну операцийĕсенче Воронеж фрончĕн вăйĕсем 2-мĕш, 8-мĕш итали тата 2-меш венгри çарĕсене çапса çĕмĕрнĕ. Çак çапăçусенче Германи çарĕсен çухатăвĕсем 320 пин салтакпа офицера çитнĕ. Воронеж çумĕнче 26 гитлер дивизийĕ хăйĕн шăпине вĕçлет, тыткăна лекнĕ тăшман шучĕ Сталинград патĕнчин нумайрах пулнă. 1943 çулхи кăрлач, 25 — тăшмана парăнман Воронежа ирĕке кăлараççĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче, 1942 çулхи утă, 7 — 1943 çулхи кăрлач, 25 Воронеж хăш пайĕпе нимĕç оккупацийĕнче пулнă, пысăк сиен тӳснĕ. 350-пинлĕ çынлă хулан 30 пин çынĕ çак тапхăрта çĕре кĕнĕ, чылайăшне концлагере хупăрласа хупнă. Фашистсем пур завода, чылай çурта ишĕлтерсе хăварнă. Ирĕке кăларнă Воронеж пĕтĕмпех ишĕлчĕклĕ пулса вăрçăра чи аркатнă хула шутланнă. Нимĕç генералĕсем ăна пачах юсатса тăратма пулмалла мар тенĕ. Çапла пулин те пурăнаканĕсем вăйа шеллемесĕр кĕске вăхăтрах хулан ура çине тăратнă, каярах вăл Черноземьен промăçлă, ăслăлăх тата этеплĕх тĕп хули шутланма пуçлать.
Администрациллĕ улшăнусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Воронеж енĕн чиккине йĕркелесси Воронежa йĕркеленипе (1585—1586 çç) тата Танăн анатри Воронеж, Битюг, Тихая Сосна хушшинчи Воронеж хуралĕсене туса лартнипе тачă çыхăннă.
- XVII ĕмĕрте Воронеж Воронеж уесĕн тĕпĕ пулса тăрать, халăх çыравĕпе 1678 çулта унта тăватă стан: Карачун, Борщев, Усман тата Чертовица — кĕнĕ .
- 1711 ç. — Воронеж кĕперне хули пулса тăрать.
- 1711—1725 çç. — Воронеж анлă Азов кĕпернин административлă тĕпĕ пулса тăрать, унăн территорийĕ çурçĕрте Чулхуларан кăнтăрти Азовa çити, анăçри Кивĕ Осколран тухăçри Сарăту тарaн пулнă.
- 1725—1928 çç. — Воронеж кĕпернийĕ ята куçараççĕ.
- 1779 ç. — кĕпернен çĕрне хăвăрт сахаллатаççĕ. Унăн шутĕнче 15 уес юлать: Беловоды, Бирючень, Бобров, Богучар, Валуй, Воронеж, Тан лешьен, Землян, Калитва, Коротояк, Купяна, Ливен, Нижнедевица, Острогож, Павлов — хăвараççĕ.
- 1802 ç. — кĕперне шутĕнчен Купян уесĕ тухать, Çĕнĕ Хопер уесĕ кĕрет.
- 1824 ç. — Воронеж кĕпернинчен икĕ уеса: Беловоды тата Калитва уесĕсене кăлараççĕ.
- çу, 14 1928 ç. — ВЦИК йышăнăвĕпе Тĕп Хура тăпра облаçĕ туса хураççĕ, унта тăватă кĕперне: Воронеж, Курск, Орёл тата Тамбов кĕперне кĕреççĕ, административла тĕпĕ — Воронежре.
- çĕртме, 13 1934 ç. — Тĕп Хура тăпра облаçне ТĔТК йышăнăвĕпе Воронежпа Курск облаçне пайлаççĕ.
- авăн, 27 1937 ç. — Воронеж облаçĕнчен Тамбов облаçне уйăраççĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Климачĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çулти вăтам температура — +6,7 C°
- Çулти вăтам çил хăвăртлăхĕ — 3,1 м/ç
- Çулти вăтам сывлăш нӳрĕклĕхĕ — 74 %
Облаçре вăтам-континент климат, çулти вăтам температура +5,0 °C çурçĕрте, +6,5 °C кăнтăрта. Облаç территоринче 738 кӳлĕпе 2408 пĕве, 10 çм ытла 1343 юханшыв. Паллă юханшыв — Тан, хăйĕн 1870 çм 530 облаç территорипе юхать, бассейн лаптăкĕ 422 000 çм².
Хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Воронеж тепловозоремонт завочĕ
- Воронеж вагоноремонт завочĕ
- Воронеж механика завочĕ
- Воронеж ялхуçалăх машин завочĕ
- Воронеж алюмини завочĕ
- Завод тяжелых механических прессов
- Воронеж экскаватор завочĕ
- Воронеж завод синтетического каучука
- Воронеж шина завочĕ
Транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чукун çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Автомобиль çулĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Культура, ăслăлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă куравсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
* Айхенбаум Борис Михайлович — литературовед
- Айхенбаум Всеволод Михайлович — анархист тата революционер
- Бунин Иван Иванович — çыравçă
- Вербицкая Анастасия Александровна — çыравçă, драматург
- Ге Николай Николаевич — ӳнерçĕ
- Гамбург Борис Михайлович — виолончелист
- Загоровский Владимир Павлович — историк
- Кольцов Алексей Васильевич — сăвăç
- Никитин Иван Саввич — сăвăç
- Маршак Самуил Яковлевич — çыравçă
- Овчинников Вячеслав Александрович — кĕвĕç
- Платонов Андрей Платонович — çыравçă
- Феоктистов Николай Николаевич — космонавт
Воронежра пурăннă
- Стуканов Леонид Александрович — ӳнерçĕ
- Мандельштам Осип Эмильевич — сăвăç, ссылкăра.
Воронежре вĕреннĕ, ĕçленĕ:
- Басов Николай Геннадиевич — физик
Тĕнчери хутшăнусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шаблон:Норвеги Норвеги | Тĕп консуллăх |
Исланди | Ятлă консуллăх |
Шаблон:Белоруси Белоруси | Элчелĕх уйрăмĕ |
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Никитин палăкĕ
- Кольцов палăкĕ
- Платонов палăкĕ
- Бунин палăкĕ
- Есенин палăкĕ
- Аслă Петĕр палăкĕ
- Пушкин палăкĕ
- Черняховский лапамĕнчи Черняховский палăк
- «Лизюков урамĕнчи кушак çурин» палăкĕ
- Гавриил Троепольский «Шурă Бим, Хура хăлха» пултарулăх ĕçĕн персонажĕн, Бим йытăн палăкĕ
- Совет Союзĕнче пĕрремĕш сывлăш десантне антарнă çĕрти ăсăнмалăх палли
- Воронеж драма театрĕ
- Дуров музей çурчĕ
- Никитин музей çурчĕ
- Кольцов музей çурчĕ
- Тăван ен тĕпчев музейĕ
- ТÇАВ халалланă «Арсенал» музейĕ
- Крамской ячĕллĕ ӳнер музейĕ
- Иван Бунин çуралнă çурт
- Çурçĕр иккĕ яруслă трамвай кĕперĕ
- Чернава кĕперĕ (халĕ салатнă)
- Мухтав палăкĕ
- Çĕнтерӳ лапамĕ (палăк, ĕмĕрлĕх çулăмĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орден стелли)
- Кольцов скверĕ
- Петĕр скверĕ
- «Йăм хĕрлĕ Парăссем» культурăпа кану паркĕ, сулахай çыранĕнчи.
- Чул кĕпер, Карл Маркс урамĕ