Контент патне куҫ

Кингстон (Онтарио)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кингстон (акӑл. Kingston) — Канадӑри Онтарио провинцин кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ хула. Халӑхӗ йышӗ — 123 000 ҫын (2011), хулаҫумне шута илсен — 160 000.

Онтарио кӳллин ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫыранӗнче, Сӑваплӑ Лаврентий юханшыв юхса тухакан вырӑнта ларакан порт. Инҫех мар Пин утрав архипелагӑн утравӗсем вырнаҫнӑ.

Тепӗр чухне Кингстона Акшар хули («Limestone City») тесе те калаҫҫӗ: ҫак вырӑнти материалтан кунта нумай ҫурт хӑпартнӑ. Хулан тӗп пайӗ тухӑҫ енчен Катаракви (Cataraqui), анӑҫ енчен Кӗҫӗн Катаракви (Little Cataraqui Creek) юханшывсем хушшинче вырнаҫнӑ. Фронтенак (Frontenac) графлӑхӑн административлӑ центрӗ.

XVII ӗмӗрте хальхи Кингстон вырӑнӗнче индеецсем пурӑннӑ; 1673 ҫулта Ла Салем Форт-Фронтенак никӗсленӗ. Ҫичӗ ҫул вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӑна акӑлчансем ярса илнӗ.

Кингстон вырӑнӗ стратеги тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен кунтан Сӑваплӑ Лаврентий юханшывран Аслӑ кӳлӗсен тӑрӑхне кӗмелли вырӑна сӑнаса тӑма май пур, Рюдо каналне тунӑ хыҫҫӑн вара — Атлантика океанне ҫитме май паракан альтернативлӑ ҫула та. Ҫавӑнпа та акӑлчансем Кингстонра тунӑ ҫар хӳтӗлевӗсем Квебек-ситири Цитадельрен ҫеҫ кая.

Стратегиллӗ вырӑнта ларнӑ пулсан та 1812 ҫулта Аслӑ Британипе АПШ хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑра Кингстон пӗлтерӗшлӗ ҫапӑҫу хирӗ пулман. Ҫавна пула ӗнтӗ, Канадӑри чылай британсен хӳтӗлевӗпе танлаштарсан, вӑл чикӗрен инҫех мар вырнаҫнӑ пулин те, стратеги тӗлӗшӗпе пӗлтерӗшлӗ пулсан та, американсен енче унӑн «тӑванла хули» ҫук.

1841–1844 ҫулсенче Кингстон Пӗрлешӗннӗ Канадӑн пӗрремӗш тӗп хули пулнӑ. 1844 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тӗп хулана Монреале куҫарнӑ.

Кингстон Сӑваплӑ Лаврентийӗн тинӗс ҫулӗ ҫинче пӗлтерӗшлӗ порт шутланать, вӑл Аслӑ кӳлӗсен шыв системипе Атлантика океанӗ хушшинче ҫыхӑну йӗркелет. Ҫав вӑхӑтрах, чукун ҫулӑн тата Рюдо каналӑн транспорт пӗлтерӗшӗ чакнине пула хальхи саманара Кингстон экономики тавар турттарассип унчченхинчен сахалрах ҫыхӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах, Пин утравсене ҫывӑх пулнӑран тата кунта паллӑ культура вырӑнӗсем нумай пулнӑран Кингстон туризм центрӗ пулса тӑнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах вӗренӳ системине (кунта икӗ провинци университечӗ тата Канадӑри пӗртен-пӗр федераллӑ ҫар колледжӗ вырнаҫнӑ) тата хальхи Кингстон сӑн-сӑпатӗнчи ҫар базисене палӑртмалла.

Кунта 3 аслӑ шкул, ҫав шутра Квинс университечӗ — Канадӑн чи пысӑк аслӑ шкулӗсенчен пӗри — пур.

Кингстонра Канадӑри чи авалхи спорт мухтавӗн залӗ вырнаҫнӑ — 1943 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче никӗсленӗ Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи хоккей мухтав залӗ. 1965 ҫултанпа музей Мемориал центрӗн (акӑл. Kingston Memorial Centre) лаптӑкӗнче, аренӑран тухӑҫ еннелле, Йорк тата Альфред урамӗсен кӗтесӗнче вырнаҫнӑ.

Аслӑ кӳлӗсен музейӗ ку тӑрӑхра карапсем ҫӳресси мӗнле аталанни пирки каласа парать, Вӑрҫӑ ҫыхӑнӑвӗпе электроника музейне — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑ коммуникацисен историйӗ пирки.

Ҫавӑн пекех хулара икӗ театр пур.

Паллӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кингстон чи малтанах кунта Канадӑн пӗрремӗш премьерӗ Джон Макдональд министр хӑйӗн политика карьерине пуҫланипе паллӑ, кунта вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗн ытларах пайне пурӑннӑ.

Кингстонра Джеймс Томас Сазерленд (акӑл. James Tomas Sutherland) ҫуралса ӳснӗ, 1915–1918 ҫулсенче вӑл Онтарио Хоккей ассоциацийӗн (акӑл. Ontario Hockey Association, е ОХА (акӑл. OHA), 1919 ҫулта Канадӑри хоккей юратакансен ассоциацийӗн (акӑл. Canadian Amateur Hockey Association), е КАЛХ (акӑл. CAHA) президенчӗ пулнӑ. Пӗтӗм тӗнчери хоккей мухтав залне йӗркелекенсенчен пӗри.

Ҫавӑн пекех хулара Грант Аллен ҫыравҫӑ, Майк Смит, Дуг Гилмор, Кевин Лаланд, Джон Эрскин тата Брайан Аллен паллӑ хоккеистсем ҫуралнӑ, кунта чылай вӑхӑт хушши Берни Николз тата Дэвид Ашер мусӑкҫӑ пурӑннӑ.

Кунта ҫуралса ӳснӗ тепӗр паллӑ ҫын — Канадӑри рок-музыкант Брайан Адамс.

  翻译: